System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.srwd5ct8.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Мероприятия: Птицы -наши друзья / МБОУ "Новобуяновская СОШ" Янтиковского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Новобуяновская средняя общеобразовательная школа Янтиковского района

Директор школы
Кириллов Сергей Павлович
Сайты наших учителей
СВЕДЕНИЯ ОБ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ ОРГАНИЗАЦИИ
ОСНОВНЫЕ СВЕДЕНИЯ
СТРУКТУРА И ОРГАНЫ УПРАВЛЕНИЯ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ ОРГАНИЗАЦИЕЙ
ДОКУМЕНТЫ
ОБРАЗОВАНИЕ
ОБРАЗОВАТЕЛЬНЫЕ СТАНДАРТЫ
РУКОВОДСТВО. ПЕДАГОГИЧЕСКИЙ СОСТАВ
МАТЕРИАЛЬНО-ТЕХНИЧЕСКОЕ ОБЕСПЕЧЕНИЕ И ОСНАЩЕННОСТЬ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОГО ПРОЦЕССА
СТИПЕНДИИ И ИНЫЕ ВИДЫ МАТЕРИАЛЬНОЙ ПОДДЕРЖКИ
ПЛАТНЫЕ ОБРАЗОВАТЕЛЬНЫЕ УСЛУГИ
ФИНАНСОВО-ХОЗЯЙСТВЕННАЯ ДЕЯТЕЛЬНОСТЬ
ВАКАНТНЫЕ МЕСТА ДЛЯ ПРИЕМА И ПЕРЕВОДА
Организация обучения и воспитания обучающихся с ограниченными возможностями здоровья и инвалидов
Трудоустройсво выпускников
Язык обучения
Положение о языках обучения
Приложение к основной образовательной программе НОО по чувашскому языку
Рабочая программа по чувашскому языку в начальных классах
Анкета для обеспечения возможности выражения мнения получателей образовательных услуг о качестве их оказания
Анкета для обеспечения возможности выражения мнения получателей образовательных услуг о качестве их оказания
НАША ХРОНИКА
События
Телефон доверия
Информационно-образовательные ресурсы
Электронные образовательные ресурсы для обучающихся
Фотоотчеты
Подписка на новости
Get Adobe Flash player
Птицы -наши друзья
Дата проведения мероприятия 10.10.2017
Место проведения: МБОУ "Новобуяновская СОШ"
Организатор: Александрова Н.С.
Завершение мероприятия 10.10.2017

Тĕллевсем: 1)кайăксем çинчен анлăрах пĕлÿ парасси;

2) вĕренекенсен пуплевне, тавçăрулăхне аталантарасси;

3) ачасене çут çанталăка сăнама, вĕçен кайăксен

пурнăçĕпе тата ĕçĕ хĕлĕпе паллашма, вĕсене кирлĕ

вăхăтра пулăшма вĕрентесси;

Усă курмалли хатĕрсем: «Кайăксен сассисем» кассета, кайăксен ÿкерчĕкĕсем, кайăксем çинчен çырнă кĕнеке выставки;

Учитель. Паян эпир мĕн çинчен калаçасси тупмалли юмахран паллă пулĕ: «Алăсăр, пуртăсăр пÿрт лартрĕ». Мĕн-ши ку? (Ачасем хуравлаççĕ) Чăнах та, кайăксем питĕ ăста строительсем тесе калама пулать. Паян эпир сирĕнпе кашни çыннăн юратнă, килĕштернĕ кайăкĕ çинчен калаçăпăр.

Вырăссем шăпчăка саваççĕ пулсан – чăвашсем сар кайăка кăмăллаççĕ.Сассисем икĕ кайăкĕн те йăс шăнкăрав пекех уçă, кĕввисем çеç расна.Çак сар кайăка чăваш хăйĕн сăвви – юрринче самаях вырăн панă.(Сар кайăк юрри янăрать) Йăвине сар кайăк никам хăпармалла мар йывăç тăррине, çинçе турат çине çавăрать. Хĕвел çутипе пĕрлешсе кайнăран ăна асăрхама та йывăр.

Сар кайăк «Ни пичи çу-ук! Ни пичи çу-ук!» евĕрлĕ сасă кăларса юрлать. Чăвашсем ăна телей кайăкĕ теççĕ.

Сар кайăк тĕкĕсемпе чăвашсем ĕлĕк сарамакран сывалма усă курнă.

- Эсир, ачасем, кайăксен усси пирки мĕн калама пултаратăр?

1ача: Ăшă енчен вĕçсе килнĕ тата пирĕн патра хĕл каçакан кайăксене эпир питĕ юрататпăр. Вĕсем пире питĕ пысăк усă параççĕ. Сăмахран, сар кайăк хăйĕн чĕпписене талăкра çĕр хут таран тытса çитерет.Вăл ытти кайăксем çимен тĕклĕ хуртсене те тытать.

2ача: Чĕкеçсен пĕр çемйи темиçе пин таран сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене çисе ярать. Шăнкăрчсен пĕр çемйи – 24пин таран, куккук вара пĕр сехетре лĕпĕш хурчĕсене çĕр таран пĕтерет. Ăна Турă кайăкĕ теççĕ.

3ача: Кашни кăсăя кун каçиччен апат патне 300-400 хут вĕçет, çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларса ÿстерет. Уй тăманисем калама çук усăллă. Пĕр тăмана çулталăкра 600 ытла шăши тытса çиет.

Учитель: Эпĕ сире пĕр кайăк çинчен вуласа паратăп, эсир сăмах мĕнле кайăк çинчен пынине пĕлĕр.

«Сăпса кайăкĕ сăпса çиет. Шăна кайăкĕ шăна тытать. Мана хăв çинчен ху мĕн çинине каласа пар, вара эпĕ эсĕ камне калатăп.

Сасартăк сасă илтĕнет:

- Пĕл эпĕ камне. Эпĕ кăткă тат нăрă çиетĕп.

Кăшт шухăшласа тăтăм та:

- Эсĕ ахăртнех… (ула такка) пуль.

- Çук, пĕлеймерĕн! – илтĕнчĕ сасă. –Эпĕ нăрă хурчĕсене те, лĕпĕш хурчĕсене те çиетĕп.

- Вĕсене … (пилеш кайăкĕ) çиет.

- Çук, пилеш кайăкĕ мар! Унсăр пуçне тата хушăран эпĕ ÿкнĕ пăши мăйракисене те кăшлатăп.

- Апла пулсан эсĕ шăши!

- Ăçтан шăши пулас-ха ман! Тепĕр чухне эпĕ хам та вĕсене çиетĕп.

- Пĕлтĕм, эсĕ – кушак!

- Каллех пĕлеймерĕ. Сайра хутра эпĕ пулă та çиетĕп. Тепĕр чухне тата йăвасенчен çăмарта та вăрлакалатăп.

- Апла пулсан эсĕ … (Сăсар)

- Ан аса ил-ха эсĕ сăсара !

-Сăсар – ман ĕмĕрхи тăшман! Эпĕ пилешпе йĕкел, çырлапа кăмпа, мăйăрпа тĕрлĕ курăк вăрри, папкасемпе çулçăсем çиетĕп…»

Ачасем: Пăчăр!!!

Учитель: Тĕрес. Халĕ «Тимлĕ пул» ятлă вăйă вылăпăр. Кăнтăра вĕçсе каякан кайăксен ячăсене илтсен алăсене икĕ енне сарса суллатпăр,

хĕл каçма юлакан кайăксен ячĕсем тухсан – тÿрĕ тăратпăр.

Хĕл каçма пирĕн еннелле килекен кайăксен ячĕсем пулсан алă çупатпăр.

(Ачасем хусканусем тăваççĕ.)

- Эсир кайăксем çинчен сăвă пĕлетĕр- и?

1ача: Акă вăл, акă вăл,

Акăш тени çакă вăл:

Акăш – макăш аванскер,

Акăш – макăш шурăскер.

2ача: Ăмăрт кайăк инçете

Ăмăрĕпе хывать çул.

Ăмăрт кайăк вĕçнине

Ăмсанмасăр пăхма çук.

3ача Байкал - питĕ пысăк шыв

баклансем унта пур-ши?

Байкал патне пит инçе,

Баклан акă хут çинче.

4ача Дронт сăнне кунта ÿкернĕ

Дронт çинчен ман калаçу.

Дронт йăхне тĕпне пĕтернĕ,

Дронт паян ниçта та çук.

Учитель: Дронт – кăвакарчăн йышне кĕрекен мăнтăркка та пысăк вĕçен кайăк. Вăл кăрккаран та пысăкрах, 20кг таякан тĕлĕнтерм4ш пулнă, анчах та вĕсене 1900 çулта йăлтах вĕлерсе пĕтернĕ. Дронтсен икĕ тĕрлĕ ят: додо – Голландии çыннисм ят панă, дронт – Португалире панă ят.

5ача: Ĕшпĕл ятлă кайăк пур,

ĕçлĕх çинченюрри пур:

- Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи,

ĕçлемесен ан та çи!

6ача: кăсăк иккен кăсăя

куллен юрлать: я-я-я!

Кун пек юрă юрлама

Кай эс, тусăм, Йăлăма.

7ача Пăрчăкан тус кунĕпе

пăрсем çинче чупкалать.

Пăлтăр-пăлтăр хÿрипе

Пăр касать те пăр ватать.

8ача: савса итлет çуркунне

сарă кайăк сассине.

Сарă кайăк кĕвĕлет –

Сад пахчине чун кĕрет.

9ача: Шăпчăк питĕ юратать

шăп ларакан мăшăрне.

Шăпах уншăн шăрçалать

Шăплăхра вăл юррине.

Учитель: Хăш-пĕр сăвăсенче, эсир хăвăрах каларăр, кайăксем хĕллехи вăхăтра ял çывăхнерех килсе çимелли шыраççĕ. Çавăнпа та вĕсене пирĕн сырăшсем туса памалла. Эсир сырăш тума пĕлетĕр – и? Ăна епле ăсталамаллине каласа пама пултаратăр-и?

Ачасем хуравлаççĕ.

- Кайăксене мĕн çимелли хурса пама юрать? (хуравлаççĕ)

Кайăксем хĕллехи вăхăтра сивĕпе мар, выçăпа аптраса вилеççĕ. Çавăнпа та пирĕн вĕсене пулăшмалла.

- Кам сирĕнтен кайăксем çинчен ваттисен сăмахĕсем пĕлет?

Ачасем: Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн.

Алран тарнă çерçие хирте хуса çитес çук.

Ир тăракан çерçи тулă пĕрчи тупнă.

Кайăк пĕрчĕ сăхсах тăранать.

Кашни кайăк хăй йăвине савать.

Килте ларакан тăмана пулнă, тухса çÿрекен хурчка пулă.

Çитĕннĕ чĕпсем амăшĕпе çÿремеççĕ.

Чăх чĕппи те апатсăр çитĕнмест.

Чĕкеç сăваплă кайăк теççĕ.

Шăпчăк юррине шăпланса итлеççĕ.

Ăмăрткайăк – вĕçен кайăк патши.

Пĕркĕтпеле пăрчăкан пуласçуккă пĕртăван.

Учитель: Ачасем, кайăксемпе çыхăннă интереслĕ самантсем аса илме пултаратăр-и?

10ача: Пĕррехинче çапла кăсăклă ĕç пулса иртнĕ. Китайра пĕрчĕллĕ тырăсене нумай çисе пĕтерет тесе çерçие миллионĕ-миллионĕпе пĕтерсе тăкнă. Нумайрах тытакансене хавхалантармашкăн прмисем панă. Çакăн хыççăн тырăсем шăркана ларичченех пĕтсе ларма пуçланă. Пухса кĕртнĕ çĕре нимĕн те юлман. Уй-хирсенче питĕ нумай хурт-кăпшанкă ĕрчесе кайнă.

11ача: Тепрехинче тата Америкăри Бостон хули çывăхĕнчи уй-хирсенче, садсенче, пахчасенче çăмлă хуртсем шутсăр нумай тапăннă. Американецсем нумай шутласа тăман – тытнă та Англирен пĕр пăрахут çерçи тиесе килнĕ. Çерçисем çăмлă хуртсене йăлтах пĕтерсе тăкнă. Бостон халăхĕ питĕ хĕпĕртенĕ. Çерçи паттăр ячĕпе палăк лартнă.

Учитель: Кайăксем пирки тупмалли юмах парам-ха сире.

  1. Мĕнле кайăк çуркунне чи малтан килет? (курак)
  2. Сăхманĕ кĕске, хăй вăрăм. (тăрна)
  3. Эреветлĕ-тереветлĕ якат Петĕр пăчăнтăрр! (чĕкеç)
  4. Каçхине вăранать, кăнтăрла çывăрать. (тăмана)
  5. Алăпа тунă çурт çумĕнче сăмсапа тунă çурт пур.( чĕкеç йăви)
  6. Ларать мулла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (çăхан)
  7. Кĕлеткинчен хÿри вăрăм. (чакак)

Халĕ кайăксем çинчен юрă юрлăпăр.(юрă юрлаççĕ)

Учитель : Çапла вара пире çунатлă туссем питĕ пысăк усă параççĕ. Çут çанталăк – пирĕн кил. Килти чĕр чуна хаклама пĕлес пулать.Вĕçен кайăксем пур çĕрте те хÿтлĕх тупсан мĕнле мĕнле лайăх пулмалла! Ваттисем каланине аса илсе хăварсан вырăнлă пулĕ:

«Çăкăр – тăвар, хире - хирĕç».

Халĕ хамăр алăпа ăсталанă сырăшсене тула йывăçсем çине çакăпăр.

Послание Президента РФ Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашской Республики ГосСовету
Отдел образования администрации Янтиковского района
ГИА
Антитеррор
"Республиканский детский парламент Чувашской Республики"
Питание учащихся
Информационная безопасность
Дошкольное образование
Охрана труда
Планы мероприятий на 2019-2020 учебный год
Прием в школу
2020 год - Год памяти и славы
Электронная очередь в детский сад
Всероссийская олимпиада школьников
Профильное обучение
ФГОС
Осторожно,огонь!
Реквизиты
<Январь 2020>
ПнВтСрЧтПтСбВс
303112345
6789101112
13141516171819
20212223242526
272829303112
3456789
Rambler's Top100 TopList