Уяв урла ачасене чавашла верентесси

Анлантару çыравě.

          Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ, хаклӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлÿ илсе ӳсетпӗр.
             Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн ют чĕлхе мар ĕнтĕ. Çавăнпа ăна ют чĕлхе пек вĕрентмелле мар.
Чăваш чĕлхине вырăслипе тан, патшалăх чĕлхи шутланать.
Чăваш чĕлхине упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха? Чăваш чĕлхи хут тăрăх пăхсассăн - патшалăх чĕлхи. Патшалăхăн пĕрремĕш чĕлхи, çавна та манмалла мар. Ялсенче ачасем шкула кайиччен вырăсла калаçма хăнăхаççĕ. Ача саденче те, пĕлÿ çуртĕнче вĕреннĕ чухне те вырăсла пуплеççĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче кăна чăвашла сăмахлаççĕ. «Чĕлхе пур чух - халăх пур, халăх пур тăк - çĕр-шыв пур, çĕр-шыв пур тăк - патшалăх пур, патшалăхĕ пур чух патши пур. Чĕлхе пĕтрĕ тĕк халăхĕ те, çĕр-шывĕ те, патшалăхĕ те юлмасть.

          Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ, хаклӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлу илсе ӳсетпӗр.

Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Ялти ачасем те вырăслансах пыраççě. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн ют чĕлхе мар ĕнтĕ. Çавăнпа ăна ют чĕлхе пек вĕрентмелле мар.  Ялсенче ачасем шкула кайиччен вырăсла калаçма хăнăхаççĕ. Ача садěнче чухне те, шкулта та вырăсла пуплеççĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче кăна чăвашла сăмахлаççĕ. Чăвашлăх пуласлăхĕ чăваш чĕлхине вĕрентнинчен нумай   килет.   Апла   пулин   те   ăна   хистесе    вĕрентмелле   мар. Килтенех, мěн пěчěкрен хисеплеме вĕрентмелле.
       «Чĕлхе пур чух - халăх пур: халăх пур тăк - çĕр-шыв пур, çĕр-шыв пур тăк - патшалăх пур, патшалăх пур чух патши пур. Чĕлхе пĕтрĕ тĕк - халăхĕ те, çĕр-шывĕ те, патшалăхĕ те юлмасть.

        Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Çепĕç юрри-кĕвви: ăса вĕрентекен сăмахĕсем, ырă сунса каланă халап-пехил, халăхăн чипер йăли-йĕрки - çаксем пурте сын пурнăçне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, ĕç-хĕлне, ĕрет-несĕлне пуянлатакан ăс-пурлăх. Çамрăк ăру çивĕч ăс-хакăллă уссе ситĕнтĕр, ырă кăмăллă, сапăр та сапайлă,  ĕçчен пултăр тесе  аслă ăрусем сĕм авалтанпах нумай вăй хунă, пайтах тăрăшнă. Пирĕн халăхра кашни çемьен ача-пăчана ăса вĕрентес йăли-йĕрке пулнă. Ку енĕпе вĕсем мĕн авалах хăйне евĕр шкул пулса тăнă. Ачисем йышлă пулсан та ашшĕ-амăшĕ, ваттисем пурне те ăс пама, ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупнă, таса кăмăл-туйăмлă устернĕ.    

        Халě ачасем килтипе тан ача сачěсенче аталанса ăс пухаççě. Ачасем пěчěкрен тăван чěлхепе калаçчăр, ăна хисеплеччěр тесен, ача сачěсенче уявсене, вăйăсене чавашла ирттерме тăрăшмалла. Уяв – ачасен пурнăçěнчи çутă та хавслă, асра юлакан самант. Пěр-пěр уява хатěрленнě чух вěрентекен ачасен тěрлě туйăмěсене аталанма пулăшать. Тăван çěршыв, тăван тавралăх çинчен калакан сăвва, юрра вěренни патриотла туйăмсене аталантарать. Çав вăхăтрах юрă-ташă урлă ачасем нумай çěнни пěлеççě, тавракурăмне, шухăшлавне аталантараççě, юратма, савăнма, пěр-пěринпе хутшăнма вěренеççě.

          Ача мěн пěчěкренех сутă та хитре япала патне туртăнать. Илемлěх ачана илěртет, çавăнпа та  уява ирттерекен пулěме илемлетесси, уяв тумěсене хитре те ятуллă хатěрлесси те пěлтерěшлě. Ачасем хитрелěхе туйма, курма хăнăхаççě.

         Уяв вăхăтěнче выляни, юрлани, ташлани, алла-аллан тытăнса çавранни ачасен ут-пěвне çирěплетме, аталантарма та пулăшать. Уяв кашни ачашан кăсăклă пултăр тесе тăрăшмалла. Пěр ача та айккинче юлмалла мар. Кашнин валли усěмне, пултарулăхне кура ěç тупса памалла.                        Чăвашсен ача-пăча сăмахлăхě çав тери илěртуллě те çепěç. Ěлěк чăваш çынни пепкисене йапатмалли, хавхалантармалли сăвă-юрă пайтах калăпланă. Халě вара чăваш сăмахлахě, йăли-йěрки манăçа тухса пырать.

         Манăн ěçěн тěллевě: Шкул çулне çитмен ачасене уявсем тата вăйăсем урлă чăваш чěлхине юратма вěрентесси.

         Задачăсем: Уяв вăхăтěнче ачасен кăмăл-сипетне çěклесси;

                              Юрлас, сăвă калас, сăнарлас пултарулăхне аталантарасси;

                            Чăваш чěлхин илемне, пуянлăхне курма, ăна хисеплеме                 вěрентесси.

Чăваш ача-пăча сăмахлахě.

           Халăх – чи пĕлтерĕшлĕ тата генилле педагог. Ěмĕрсем хушши вăл воспитани, пĕлӳ парас традицисене йĕркелесе, аталантарса пырать. Çав традицисем ăруран ăрăва куçса тата та пуянланса, якалса пыраççĕ. Халăхăн воспитани парас ĕçри чи паха мелĕ вăл – чĕлхе тата сăмахлăх. Фольклорта нацин ĕмĕрсем хушши упраннă, аталаннă ăс-тăн, эстетика, кăмăл сипет енчен воспитани парас традицисем упранаççĕ. Халăх сăмахлăхĕ ачана пур енлĕн аталантарма май панă. Пĕтĕмĕшле халăх сăмахлăхĕнче авалтанпах ача-пăча сăмахлăхĕн уйрăм жанрĕсем пур. Ача хăй калаçăвĕнче те уйрăм лексика усă курать. Каярахри аталану юмах-халап паттăрĕсен, тĕлĕнтермĕш сăнарсен витĕмĕпе пулса пырать. Вĕсен хушшинче ачан юратнă тата сивлек сăнарсем пур. Ача майĕпен пурнăç çине икĕ енлĕ пăхма тытăнать, ырăпа усала уйăрма пуçлать. Пысăкланнăçемĕн, тантăшсемпе вылянă май, ача хăй сăвă-юрă хывать: шӳт сăввисене, хăвăрт каламалли 22 сăмахсене, витлешӳ сăмахĕсене... Чупса, выляса çӳремелли тапхăр иртсе пынă май ача ĕçе кӳлĕнет, ĕç тата йăла юррисене хăнăхать. Халăх сăмахлăхне ăша хывса ӳсни ачана тĕнчене ăс-тăн урлă çеç мар, туйăм урлă та туйма, тĕпчеме вĕрентет. Халăх сăмахлăхĕ тăван çĕр-шыва, халăха мĕн ачаран юратма вĕрентет çеç мар, ха- рактерта хăюлăх, ыр кăмăллăх, тӳрĕ чунлăх туйăмĕсене аталан- тарма та пулăшать. Фольклорти ача-пăча сăмахлăхĕ хăй содержанипе формине кура педагогика функцийĕсене те пурнăçлать. Сăмахлăхăн кашни тĕслĕхĕнчех ăса вĕрентни, мораль пур. Халăх ытарлă каласа, тĕрлĕ сюжетсене усă курса ăса вĕрентет. Ачан çитĕнĕвĕ, аталанун уйрăмлăхне кура кашни тапхăрăн хăйĕн сăмахлăхĕ пулнă. Унăн урлă ача тĕнчене курма вĕренет. Çитĕнӳ уйрăмлăхĕсене кура халăх поэзийĕн тĕслĕхĕсене тăватă ушкăна уйăраççĕ: сăпка çулĕсенчи, кĕçĕн çулсенчи, вăтам çулсенчи, аслă çулсенчи сăмахлăх. Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем авалтанах килеççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ халĕ те хăйсен пахалăхне çухатман, хăшĕсем ĕмĕрсем хушшинче улшăннă. Пуррисем çумне çĕнĕ тапхăрта çуралнисем хушăнса пыраççĕ. Паянхи ача-пăча сăмахлăхĕн пулăвĕ виçĕ тĕрлĕ: 1) аслисем ачасем валли ятарласа хывнисем, 2) çитĕннисен фольклорĕнчен куçнисем, 3) ачасем хăйсем шухăшласа кăларнисем. Ача-пăча сăмахлăхне ăçта, хăçан, мĕнле усă курнине кура ушкăнлама пулать: пĕччен е ушкăнпа, килте е урамра, çулла е хĕлле, уявра е куллен тата ыт. те. Ача-пăча сăмахлăхĕн жанрĕсем: сăпка юрри, йăпатмалли-илĕтрмелли сăвă-такмак, йăла-уяв юр- рисем, чĕнсе каламалли сăвăсем, йыхрав юррисем, вăйă юррисем, тăрăхламалли такмаксем. Прозăлла хайлав жанрĕсем: юмах-халап, ăса вĕрентекен калавсем, юптарусем. Ача-пăча сăмахлăхĕ халăх педагогикин, ватăсен çамрăксене ырра вĕрентес ĕмĕчесене пăхăнса аталанса пырать. Вăл ачана пурнăçа ăнланма пулăшать, ăс-хакăла хускатать, шухăшлава çивĕчлетет, чĕлхе пултарулăхне туптать, илеме туйма хăнăхтарать.

                                           

                                                 Уявсем.

                                                           Кĕрхи уяв.

 

        Ачасем зала кĕрсе тăраççĕ.

Ертсе пыракан: Ачасем, эпĕ сире тупмалли юмах парам-ха. Пĕлеетĕр-и?

                                        Хир илемĕ каять,

                                        Сĕм вăрман çаралать,

                                        Пĕрмай çумăр çăвать…

                                        Ку хăçан пулать-ши? (кĕркунне)

 

 Ертсе пыракан: Маттур ачасем. Кĕркунне çинчен юрă пĕлетĕр-и эсир. Юрласа парар-ха:

«Кĕркунне» юра.

(Почтальон çыру илсе килет,кĕркунне çырать ).

Çыру пăхни,калаçни.

Васкар эппин ачасем кĕркунне тĕнчине.Çулне пĕлеттĕмччĕ-ха. Ак çак  çулпа каяр-ха. Кайрăмăр,кайрăмăр, çитрĕмĕр те ĕнтĕ.

(сĕтел ларать, ун çинче кĕркуннехи улма-çырласем,кукăльсем, салатсем).

  -Ай, тĕлĕнтермĕш кунта. Кĕркунне тĕрĕсех çырнă иккен.Мĕн кăна çук кунта. Кĕрхи кун пурлăх тупра енчен питĕ пуян çав. Авалхи чăвашсем кĕрхи вăхăта питĕ хакланă. Кĕр пуçтарать, хĕл салатать тенĕ вĕсем. Кĕрхи кунсенче хĕл каçмалăх апат-çимĕç, утă-улăм тата хуçалăхра кирлĕ ытти ытлăхсене янтăлама тăрăшнă. Авалхи çынсем кĕрхи пурлăха пуçтарса кĕртсен пысăк уяв ирттернĕ. Ăна вĕсем кĕр мăнтăрĕ тесе ят панă.Çав уявра пирĕн асаттесемпе асаннесем çут çанталăка çĕре çити пуç тайса тав тунă. Ун ячĕпе вăйăсем ирттернĕ, ташăсем ташланă, улахсене пухăннă, халап-юмахпа хавхаланнă, юрăсем юрланă.

Кĕрхи мăнтăрне- кĕрхи уява- паян кун та уявлама май пур. Манас марччĕ авалхи сăпайлă та ырă йăла-йĕркесене.

     Юрă: «Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и (пурте ).

     Сăвăсем:

 Ертсе пыракан: Путĕр-путĕр путене

         Ăçта тăвать йăвине?

          Йăви тырă пуссинче,

           Çÿллĕ курăк хушшинче.

Юрă:Путене.(пурте)

 Ертсе пыракан: Пирĕн пысăк пахчара

          Улма йывăççи ÿсет.

           Кĕркунне вăл катаран

           Çимĕçĕпе илĕртет.

Юрă: «Пахчи-пахчи»(пурте).

Ташă: «По малину в сад пойдем».(пурте).

Юрă: «Çулçăсемпе ташă»(пурте)

         Эпир пĕчĕк пуканесем

          Ак çакăн пысăкăш.

Ташă: «Эпир пĕчĕк пуканесем»(хĕр ачасем)

Ташă-вăйă: «Çÿрет Ваня».

Путĕр-путĕр путене

 Пĕрчĕ пухма юратать.

 Юратать,юратать,

 Чăнахах та юратать.

Юрă: «Путене».

Ташă «Путене».

           Анкартинче çитĕнет

          Çавра пуçлă купăста.

           Унăн тутлă кучанне

            Кăшлама камсем ăста?(качака)

Юрă: «Качака».

Ташă: «Купăста касмалла».

Ташă: «Ăçта пирĕн аллисем».

Асанненĕн пулнă,

     Икĕ савăк хурĕ.

    Пĕри кăвак,тепри шурă.

     Икĕ савăк хурĕ.

Вăйă-юрă: «Кĕркуннехи сив çанталăк».

Ташă-юрă: «На горе-то калина».

 Ертсе пыракан: Юрларăмăр, ташларăмăр, вăйăсем те выляса илер-ха.

        1.Кăмпа пуçтармалла.

        2.Улма пуçтармалла.

        3.Пахча çимĕç куçармалла.

        4.Пан улми çимелле.

 Юхтăр селĕм юррăмăр

   Кайтăр инçене.

   Мĕн чул ырлăх куртăмăр,

   Ылтăн кĕркунне.

Кĕркунне тĕнчинчен ачасем каялла группăна таврăнаççĕ.

 

Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ватăсене халалласа çырнă сăвă-юрăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшĕсемпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Ваттисене хисеплес туйăма аталантарасси, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтма, ырă ĕçсемпе пулăшма хавхалантарасси,.

Эстетика тĕллевĕ:  Чăваш чĕлхин таса та çыхăнуллă пуплевĕпе килентересси, чĕлхене юратас, хисеплес туйăма аталантарасси.

            

     Сценăна ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сăвăсем çырнă плакатсемпе илемлетнĕ, «Пулăшма ялан хатĕр» ачасем ваттисене пулăшнине кăтартакан сăн ÿкерчĕксен хаçатне, ачасен укерчекесене çакнă.  Плакатсем çинчи тĕслĕхсем:

1.  Ваттисен сăмахĕсем –

     Ăслă, тарăн шухăшсем.

    Вĕрентеççĕ пурăнма,

    Ырă ĕçшĕн кар тăма.

                     Н. Кушманов

2. Ваттисен каланине

    Ачаран хывсан ăша,

   Тăнласан вĕсен пилне

   Пăрăнать санран нуша.

                     Н.Кушманов

3. Ват çын – тăват çын.(Ват.сăм.)

4. Ватти пур та, латти пур.(Ват.сăм.)

5. Ватта ырă ту.(Ват.сăм.)

6. Ватти калани вырăнлă.(Ват.сăм.)

7. Ваттисем калани вырăна килет.(Ват.сăм.)                           

                         

Ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.

        Ачасем тухаççĕ.

1 ача: - Кукамайсем, асаннесем, эсир пурри – аван.

          Ÿсеççĕ вĕтĕр-шакăрсем эсир савса пăхсан.

2 ача: - Кил-йыш типтерĕ те сирте, тирпейлĕ-çке пÿртре.

           Мăнукусем ирех шкулта, ывăлпа кин – ĕçре.

3ача: - Ват çын вăл каламасть, тÿсет,

          Вăл курнă пĕтĕмпех.

4 ача: - Кукамайсем, асаннесем –

           Йăх-тĕп тыткăчисем.

           Пурăнăçа кĕртсе илем

           Ÿсеççĕ мăнуксем.

5 ача:  - Сире, тен, палăк лартмалла?

            Тăтăр курса кашни!

6 ача: Ма ытлашши калаçмалла

            Тен, пахарах хисеплени?!

 

7 ача: - Çапла, ватта сума сунни,

              Кахалланмасăр пулăшни,

             Сĕнÿ-канаш унран ыйтни –

              Ак çакă пулĕ чăн пахи.

 

Пурте : Тавтапуç эсир пурришĕн,

             Ăс, канаш ялан панишĕн!

         ( Ачасем «Асанне» юрă шăрантараççĕ те кĕрсе каяççĕ.)

Ертсе пыракан:  Хисеплĕ кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, сире сума суса нумай сăвă-юрă хывнă.  Пирĕн çамрăк хунав, савăнăçлă саманара çитĕнекен ачасем, сире  ĕçре пулăшса пыччăр, ăшă сăмахпа  йăпатма пĕлччĕр тесе сунас килет..

      1 ача. Ватăсене пулăшма,

          Тухар,тухар, ачасем!

2 ача. Урай çума, шыв йăтма,

          Тума тĕрлĕрен ĕçсем.

3 ача. Кайăк сасси итлеме

           Сад пахчине тухмалла.

4 ача. Ырă ĕçе кÿленме

           Ватă патне каймалла.

Ертсе пыракан:  Халĕ сире  ачасен ушкăнĕ хăйĕн   ташшипе саламлĕ.

                                    ( Ачасем чаваш ташши ташлассе)

Ертсе пыракан:   Йывăç лартсан сад çитĕнет.

                                Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.

                                Ватти пулсан йĕрке пулать,

                                Ваттипеле пурнăç пулать.

(  хĕрачасем «Асанне» юрă юрлаççĕ.)

Ертсе пыракан:   Шел пулин те мăнуксем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав, хăш-пĕр чух сире вăхăтра тивĕçлипе хаклайманни те пулать. Акă çакăн пек мăнук çинчен сире ачасем «Юратнă асанне» сценка кăтартĕç.

Ертсе пыракан:   Йывăç лартсан сад çитĕнет.

                                Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.

                                Ватти пулсан йĕрке пулать,

                                Ваттипеле пурнăç пулать.

(Ачасемпе ватасем «Кам-ши ку?» вайа выляссе.)

Ертсе пыракан: Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç!                         

( Ачасем ваттисене хайсен аллипе туна парнесем парассе, пурте перле савра сетел хушшине ларассе.)

 

Чăваш ача – пăча    вăййисем.

    Тěллевě:

- чаваш халăхěн авалтан пынă йăли-йěркисене, сăвă-юрăллă, вăйă- ташăлла уявěсене упраса хăварасси; 

- çамраксене халăхăмăран чи илемлě, чи паха йěркисемпе усă курса пăхса устересси;

- вăйăпа вăйă сăвви-юррисем урлă ачасене илемлă сăнарсемпе паллаштарасси, хитрене курма вăрентесси.

« Урам ик айкки кăвак  çеçке» юрă юрласа, ачасен ушканă кěрет.

                               Урам ик айкки кавак сеске (2хут)

                               Пайла-пайла татар-и те (2хут)

                               Ике кас ваййа тухсассан(2хут)

                               Пухна-пухна юрлар-и те (2хут)

                               Урам ик айкки кавак сеске (2хут)

                               Пайла-пайла татар-и те(2хут)

Ачасем сцена сине вырнасса тарассе. Ертсе пыракан тухать.

Е.П.: Ыра кун пултар пурне те! Эпир паян сирен пата чаваш ача-пача ваййисене, юррисене илсе килтемер.

«Семерт сески суралсан та» юра янарать.

                            Семерт сески суралсан та (2хут)

                            Варман витер куранать(2хут)

 

                            Шура кепе тахансан та(2хут)

                            Вайа витер куранать(2хут)

                            Вылямастар, кулмастар та(2хут)

                            Вайа иртме тетер-им (2хут)

Ачасем карталанса тарассе.

1 меш ача: Максам араме аста кайна-ши?

Пурте: Икерче песерме кайна пуль.

2 меш ача: Ун икерче менле-ши?

Пурте: Ак сапла сулле пул,

             Ак сапла лутра пуль,

             Ак сапла сарлака пуль,

             Ак сапла перенчек пуль.

.                      Ачасем аллисемпе туса катартассе.

                      Алла-аллан тытанса юрлассе

 

1        Атьар ваййа тухар-и те(2хут)

     Атьар ваййа тухар-и(2хут)

     Ушкан пала выляр-и те(2хут)

     Ушкан пала выляр-и(2хут)

 

2.      Атьар ваййа тухар-и те,

Атьар ваййа тухар-и

Ала супса выляр-и те,

Ала сапса ташлар-и.

 

3.  Атьар ваййа тухар-и те,

    Атьар ваййа тухар-и

    Ура хусса ташлар-и те,

    Ура хусса ташлар-и.

 

Е.П.:  танташсем, атьар ике ушкана уйралар.

Ачасем: уйралар, уйралар.

Е.П.: менле вайа выльапар?

1 меш ача: «Сереем ватса вир акрамар» ваййа выляр.

 

Ку ваййаике ушкана пайланса выляссе. Малтан 1 ушкане, унтан тепри ылмашанса перер саврам юрласа илессе. Юрлана май 1 меш ушкане хирес таракан ушкан патне утса сывхарать, унтан каллех хай выранне каялла чакать.

 

Сереем ватса вир акрамар, вир акрамар,

Вире пулче парса пек, парса пек,

Эпир анна таптатпар, таптатпар,

Эсир менпе таптатар, таптатар?

Лаша ярса таптатпар, таптатпар,

Эпир анна тытатпар, тытатпар,

Эсир менпе тытатар, тытатар?

Чен йевенпе тытатпар, тытатпар,

Чен йевене 100 тенке, 100 тенке,

Пире 100 сум кирле мар, кирле мар,

Сире тата мен кирле, мен кирле?

Сара сусле хер кирле, хер кирле,

Мен-мен ятла Сара хер, Сара хер.

Ира ятла Сара хер, Сара хер.

Пирен йышра хер чакре, хер чакре,

Пиренм йышра хер усре, хер усре.

 

  Ира тепер ушкана кусать.

 

Е.П.: танташсем, атьар писиххи прахмалла выляр.

Ачасем: выляр, выляр.

1 ача: эпе писиххи прахакане пулатап.

            Кукленсе ларар, хысалалла ан пахар.

 

           Эп утатап хурланса,

           Хама юлташ шыраса

           Утсан-утсан чупатап

           Писиххи прахса хаваратап.

 

Света: Сергей сан хысра писиххи выртать, эссе пелеймерен. Танташсем, 

 Сергее мен тутаратпар?

Пурте: чаваш ташши ташлаттарар.

Ушканпа «Тух-ха, Ванюк, пирен ума» юрра юрлассе. Сергей ташлать.

 

             Тух-ха, Ванюк, пирен ума.

             Эсе ташша пит аста.

             Кавва(6хут), тут, тут!

 

             Ташласа пар, савантар,

             Эпир ала супапар!

             Кавва(6хут), тут, тут!

 

             Енте Ванюк хыссан эпир

             Пурте ташша ярапар.

             Кавва(6хут), тут, тут!

 

1 ача: маттур-ске Сергей танташ!

            Эпе каллех утатап,

            Хама юлташ шыраса

            Утсан-утсан чупатап

            Писиххи прахса хаваратап.

1 ача: Коля, сан хысра писиххи выртать. Ак сана, ак сана!

Коля: Алеша. Хытах ан сап-ха. Эпе сире юра юрласа паратап.

Ачасем пурте «Качака» юрра юрлассе. Качака самахесене Коля юрлать.

 

Ачасем:  Писиххи пек сукмакпа,

                 Шакалт-шакалт пушмакпа

                 Качака килет(2хут)

                 Турашал пек сухалне

                 Шеп-шеверке хурине,

                 Вылятса килет(2хут)

                 Касар пусла качакин

                 Кемеллене майраки

                 Ик хес пек тарать(2хут)

Ачасем:    Аста каян, сухал тус?

                   Чакар тесле, чее тус?

Качака:    Пахчана каяс(2хут)

Ачасем:     Курак сук-им улахра?

                   Мен таватан пахчара?

Качака:     Купаста сиес(2хут)

Ачасем:     Хуси тухе, тарахе, патакпа та сапе-ха.

Качака:     Транк сиксе касап(2хут)

Ачасем:     Касаймасан мен куран?

                   Сакланайсан мен таван?

Качака:     Мекек! Сухарап(2хут)

Аня: танташсем, атьар «Кашманла» ваййа выляр.

Ачасем: выляр, выляр.

 

Кашмансем пер-перне пилекрен тытса ларса тухна.

 

 Кашмансем:   каш-каш сил кашлать.

                           Каш-каш сил кашлать,

                           Ир те пулать, кас та пулать,

                           Пире килсе шавармассе.

      (хусисем килсе шаварам пек тавассе)

                          

                          Каш-каш сил кашлать,

                          Каш-каш сил кашлать,

                          Ир те пулать, касс та пулать,

                          Пире килсе сумламассе.

      (хусисем килсе сумлана пек тавассе)

                       

                          Каш-каш-каш кашман,

                          Ир те пулать, касс та пулать,

                          Су та пулать, кер те пулать

                          Пире саплах калармассе.

 

                         Каш-каш-каш кашман,

                         Сывлам укет, там та укет,

                         Сумар савать, юр та савать,

                         Пире саплах калармассе.

       (хусисем юрласа килессе)

                         Каш-каш кашман варри,

                         Каш-каш кашман вари,

                         Ир те пулать, касс та пулать,

                         Пер кашманне каларас.

 

Кашмансем:   каш-каш кашман варри,

                          Каш-каш кашман варри,

                          Ир те пулать, кас та пулать,

                          Эсир пире каларас сук!

 

Хусисем:         каш-каш кашман варри,

                         Каш-каш кашман варри,

                         Ир те пулать, касс та пулать,

                         Эпир сире каларатпар.

 

Ыталанса ларна ачасене хусисем перерен-перерен туртса каларма тытанассе.

1 ача: сите ку ваййа выляса. Атьар япала пустармалла выляр.

Ачасем: выляр.

ача: кам судья пулать?

3   ача: час пелетпер. (ача шут савви калать)

     Ике кишер, пер Сухан,

     Эс юлатан. Вал тухать.

     -… судья пулать. 

 

4ача: кам япала пустараканни пулать?

            Саша кайре пасара

            Сысна сине утланса

            Сысна кайре ыйтанса

            Саша кайре варканса.

            -… япала пустаракан пулать.

 

Япала пустаракан ача. Ваййа «Семерт сески суралсан» юрапа пуслапар. Сак япала патне ситсен кеве чаранать, саван япала памалла пулать.

 

Ачасем юрра юрлассе. Сапла выляса япаласем пустарассе.

                             Ку япалан хусин мен тумалла?

Судья: сава каламалла.

Ача сава калать:     Атя, пичче пасара!

- Сапату сук!

-Пичче, сапата туса пар!

- Пушат сук!

-Пушат аста?

Сакара!

-Сака аста?

-Варманта.

-Атя, пичче вармана.

-Лашам сук.

-Лаша аста?

-Пасарта.

-Атя, пичче, пасара!

-Сапату сук!

 

  -Ку япала хусин мен тумалла?

 Судья: автанла аваттарас.

Е.П.: ачасем, атьар «Хуркайаксем» ваййа выляр.

Ачасем: Выляр, выляр.

1ача: эпе хуркайак пулап!

2ача: эпе чее тиле пулап!

                        Керхи санталак пите сиве

                        Вет сумар савать.

                        Кайак хурсем картипеле

                        Кантара весес.

                        Кулли таран, шыве тара,

                        Кайакхур ишет.

                        Хайен хурлахла юррине

                        Хурланса юрлать

                       

                     Манан сунатам аманна

                     Весейместеп эп.

                     Хел касиччен сак кулере

                     Лармалла пуль теп.

 

                     Сарт хысенчен чее тиле

                     Йапшанса килет.

                     Кайак-хура йатса илсе

                     Вармана тарать. 

Е.П.: Ситет пуле, юрларамар, ташларамар, вылярамар. Каиччен тепре 

         ушканпа юрлар!

Ачасем: Юрлас! Юрлас!

1ача: мен синчен юрлар?

2ача: «Пахчи, пахчи» юрра юрлас!

             Пахчи, пахчи, сырла пахчи,

             Сырла сисе усремер,

             Эх, усремер.

             Сампа херле пултамар.

             Пахчи, пахчи, палан пахчи,

             Палан сисе усремер,

             Эх, усремер,

             Сампа палла пултамар.

             Пахчи, пахчи, хаяр пахчи,

             Хаяр сисе усремер,

             Эх, усремер,

             Сампа хаяр усремер.

             Пахчи, пахчи, майар пахчи,

             Майар сисе усремер,

             Эх, усремер,

             Сампа Сара пултамар.

            

Е.П.: Яш емер икке килме тессе.

          Ан ман эс сак самаха.

          Телейле, саваккан ирттересче

          Пере килен самраклаха.

                              Автан авăтса ярать.

- Петремер! Тул суталса килет. Автансем те авата пусларес.

- Ну, лекет енте аннесенчен!

- Атьар хавартрах киле!

 Вěрентекен: Пирěн вăйă-кулă вěçленчě. Малашне паян юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манса каяс марччě. Питрав çитсен, ешěл улăха вăйă ăсатма пуçтарăнăр. Савăнăçлă та усăллă ирттěр сирěн пурăнас кунçулăр. Ěçре, вěренуре тăрăшса, хавхаланса вай хурăр, вăйăра савăнăр!

Чăваш юрри янăрать.

Пěтěмлету.

            Маларах çырнипе килěшуллěн çакан пек пěтěмлету тума пулать. Ачасене тěрěс воспитани парса устересси – пысăк та пěлтерěшлě ěç. Кунта çемье те, шкул умěнхи учреждени те, шкул та тачă çыхăнса ěçлемелле.  Килěштерсе те пěр-пěрне ăнланса ěçлесен çеç, пирěн ачасем хăйсем çуралнă тăван çěршыв чěлхипе культурине юратса та хисеплесе усěç. Чăваш юрри-ташшине, вăййи-куллине килěштерěç.

            Ача саденче уявсене, вайăсене чăвашла ирттерни питě пěлтерешлě те курăмла ěç пулса тăрать. Ачасем пěчěкренех тăван халăх культурине юрри-ташшине, сăмахлăхне пěлсе усěç. Вăйă-кулă урлă чăваш чěлхине юратма, хисеплеме вěренěç. Ачасен пуласлăхě хамăр алăра.

 

 

 

Усă курнă литература.

«Ача-пăча сăмахлăхě». 4 том

«Ача-пăча сасси». Чăваш ача-паăа юррисем. Шупашкар, 2002 çул

Енькка Елена. Повествование о чувашах: Научно- популярное издание Чебоксары: Чуваш книжное издательство , 2001-55с., илл.

 Чувашские народные сказки. Чувашское книжное издательство. З. С. Антонова, З. Н. Портнова.

Пěрле выляр-ха. Шупашкар. Чăваш кěнеке издательстви, 1992-136с.

Данилов, Д. Уйăп Мишши / Д. Данилов // Илемлĕ литерату- ра. – 1941. Детская литература: учеб. пособие для учащихся до- школьных отделений пед. училищ / сост. Е.Е. Зубарева, З.П. Па- хомова. – М.: Просвещение, 1976. – 398 с. 26.

Илемлĕ литература. – 1941. – 2 №. 28. Дедушкин, Н.

«Сунарçă халапĕсем» пирки / Н. Дедушкин // Сунтал. – 1938. – 4 №. – С. 31-33. 2