Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024

Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртрӗ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Çӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те çак чăваш диктантне çырма кăмăл турӗç.